Ял пурнӑҫӗ
![]() Авӑнӑн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялне Тутарстанри Элмет районӗнчи хӑнасем ҫитнӗ. Делегаци Чӑваш Ене опытпа паллашас тӗллевпе килнӗ. Ханасем Шӑнкӑртамри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсене «Гулистан» медресе, «Сандугач» ача пахчине, тӗп мечӗте, «Урталык» мечӗте, ялти культура ҫуртне ҫитсе курнӑ. Тӗлпулӑва Патӑрьел район администрацийӗн ҫумӗ В.Краснов, строительство пайӗн тӗп инженерӗ М.Валитов та килнӗ. Паллах, Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Айзатуллин та пулнӑ. Делегаци шӑнкӑртамсен опычӗпе паллашнӑ, тӗлпулупа кӑмӑллӑ юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ поселокӗ ял уявне пухӑннӑ. Мероприятие «Шуҫӑм» ансамбль уҫнӑ. Концертра Ольга Николаева, Нина Владимирова, Надежда Мартынова, «Вдохновение» ансамбль юррисем янӑранӑ. Ҫӗнӗ поселок — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Вӑл вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта 34 кил, 85 ҫын пурӑнать. Поселок вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса кайнӑ. 1957 ҫулта кирпӗч заводне хута янӑ. 1968 ҫултанпа Канаш хулинче 9-мӗш класра вӗренекенсем вӑрманта палаткӑсенче пурӑннӑ, кирпӗч цехӗнче практика тухнӑ. Анчах Совет Союзӗ арканма тытӑнсан завод хупӑннӑ. Уявра чӑваш халӑхӗн йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Александр Макаров халӑха хӑйӗн юррисемпе савӑнтарнӑ. Ташӑ каҫӗ ирччен тӑсӑлнӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уява пухӑннӑ кӑмпалсем Авӑнӑн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпал ялӗнче халӑх ыйтнипе «Ҫутҫанталӑк парнисем» конкурс иртнӗ. Ҫынсем мӗн кӑна ӑсталаман-ши! З.Петрова тӑрӑхла кавӑнран ваза тунӑ. С.Семенов та, Шупашкартан ашшӗ-амӑшне курма килнӗскер, айккинче юлман, ыттисемпе тан конкура хутшӑннӑ. Вӑл купӑста пуҫӗнчен юмахри Йӑвачана ӑсталанӑ. Кӑҫал вӗсем тухӑҫлӑ пахча ҫимӗҫ туса илнӗ. Уявра вӑл ентешӗсене хӗл валли тӑварланӑ салатсемпе хӑналанӑ. А.Петрова «Манӑн пахча» макета усӑ ҫинче йӑтса килнӗ. Унта темӗн те пӗр пулнӑ. «Кӗрхи ҫыхӑ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ. И.Ефимова, Д.Владимирова, А.Петрова, В.Зайцева, З.Александрова хӗрлӗ тата хура пилешрен хатӗрленӗ ҫыхӑсемпе тӗлӗнтернӗ. М.Сергеева тӑрӑхла кавӑнран тата шӑна кӑмпин шлепкинчен юмахри Старик-боровичока ӑсталанӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ыран, авӑнӑн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енре те пӗтӗм ҫӗршыври пекех Пӗрлехи суйлав кунӗ иртет. Ҫак кун Красноармейски, Шупашкар тата Тӑвай районӗсенчи ҫичӗ суйлав участокӗнче сасӑлав иртмелле. Пӗрлехи суйлав кунӗнче ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене те палӑртмалла. Паянхи кун Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Тӑвай районӗнчи Чӑваш Чутей ял тӑрӑхӗсем пуҫлӑхсӑр пурӑнаҫҫӗ. Ыранхи кун вӗсене ӳлӗмрен кам ертсе пырассине татса парӗ. Вакантлӑ вырӑншӑн 13 ҫын кӗрешӗве тухма кӑмӑл тунӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӗсенчен 10-шӗ суйлава хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енре чи хӑтлӑ кил хуҫалӑхӗсене палӑртнӑ. Ку конкурс 10-мӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта пӗчӗк ялсем те илемленме тытӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче 70-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Жюрин конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнисӗр пуҫне кил хуҫалӑхӗсене ҫитме тивнӗ. Социаллӑ тытӑмри учрежденисен хушшинче Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан Еньковсен килӗнче чи нумай чечек ӳсет-мӗн. Урамсен хушшинче Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамне чи хӑтли тесе палӑртнӑ. Канаш районӗнчи Николаевсен кил хуҫалӑхне чи илемлисен йышне кӗртнӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Кӑҫал вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче 583 пине яхӑн тенке пайлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Паян Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Халӗ чылай ҫӗрте зарядка тума тытӑнчӗҫ те, елчӗксем те хӑйсен ҫуралнӑ кунне ирхи хускануран пуҫланӑ. Вырӑнти «Улӑп» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн территорине Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсем, унта ӗҫлекенсем тата ыттисем пухӑннӑ. Уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Роза Молодова, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Сайкин тата ыттисем саламланӑ. Хусканӑва йывӑр атлетика енӗпе спорт маҫтӑрӗ Илья Ишмуратов тата эстрада юрӑҫи Тамара Ишмуратова ертсе пынӑ. Хускану 500 ытла ҫынна кун каҫмалӑх хӑват панӑ. Хусканӑва хутшӑннисем тата Елчӗк хӑнисем валли вырӑнти вӑтам шкулта «Елчӗке эпӗ юрататӑп» курав йӗркеленӗ. Унта тӑван тӑрӑха ачасем тӗрлӗ енчен ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене пухнӑ. Сӑнсем (36) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кашни ҫын кил хуҫалӑхне илем кӗртме тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче пурӑнакан Ровенна Васильева чӑн-чӑн ӑста. Вӑл кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Картишре клумбӑсем, чечексем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Кивӗ савӑтсем те вырӑн тупнӑ. Пахчара — тӗлӗнмелле «ҫынсем». Кивӗ калушсенчен тата атӑсенчен чечексем валли савӑт ӑсталанӑ. Ларса канмалли вырӑна — хӳмме — те хӑйне евӗр тунӑ. Унта аист «йӑва ҫавӑрнӑ». Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи Фольклор ҫуртне юсама 1 миллион тенкӗ ытла ларать. Маларах вырӑнти Тутаркасси ял тӑрӑхӗ культура ҫуртне юсакан подряд организацине палӑртассипе конкурс ирттернӗ. Халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «1947-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫурт япӑхса кайнӑччӗ. Кивӗ пулин те ку тӑрӑхрисемшӗн вӑл чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑччӗ. Ҫиелтен юсани ҫителӗксӗррине кура ӑна тӗпрен юсама йышӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Мирлӗ пурнӑҫри хирӗҫ-тӑрусем миҫе ҫемьене хуйхӑ илсе ҫитермен-ши! Чечняри те сахал мар ҫамрӑк пурнӑҫне ытла та ир татрӗ. Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи Бычковсене те ҫак хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Асӑннӑ районта йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенскер Чечняна ӗҫпе кайнӑ, унта пуҫ хунӑ. Тӑван шкулӗ Леньӑна манмани пирки эпир хыпарланӑччӗ http://www.chuvash.org/news/6279.html. Вӑл вилнӗ кун унта анлӑ спорт мероприятийӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑмӑртӑва 7–11-мӗш классенче вӗренекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Хӑйсен шкул ачисене кӑна мар, ытти шкултан та чӗнеҫҫӗ. Пилӗк ҫынтан тӑракан ушкӑна 3 яшпа 2 хӗре кӗртме палӑртнӑ. Бычкова асӑнса йӗркелекен спорт мероприятине Леня вилнӗ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, ирттерӗҫ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Азиз Бадировпа (сылтӑмри) Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров «Шупашкар районӗнчи «Туруновский» ЯХПКра ҫак тарана ҫитсе те тырӑ вырма тухман. Комбайнсене арестленӗ. Сӑлтава тӗпчесе уҫӑмлатма вырӑна ҫитрӗмӗр», — тесе хыпарларӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат. Вячеслав Григорьев журналист ӗнентернӗ тӑрӑх, хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров ирех пӑсӑк кӑмӑллӑ пулнӑ, мӑншӗн тесен хир карапне ҫӗрле такам юсавсӑра кӑларнӑ, темиҫе болтне кӑларса кайнӑ. Механизаторсем маларах асӑрхаман пулсан шар ытларах крума пултарнӑ иккен, мӗншӗн тесен ун пек техника арканатчӗ иккен. Хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров Азербайджанри пӗр ялта ҫитӗннӗ, уй-хире пӗчӗкренех кӑмӑлланӑ-мӗн. Шкул ҫулӗсенче вӑл Чӑваш ҫӗршывӗ ҫинчен пачах та пӗлмен. Каярах, Баку университетӗнче математик пулма хатӗрленекенскер, ҫу кунӗсенче студентсен строительство отрячӗпе Совет Союзӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Ҫавӑн чухне Ҫӗмӗрле районӗн каччипе ҫывӑх туслашнӑ. Пӗр вӑхӑт Ҫурҫӗрте вӑй хунӑ, суту-илӳре те ӗлкӗрнӗ. Усламҫӑ Бакура темиҫе хваттер туянма вӑй ҫитернӗ. Пӗррехинче Чӑваш Енри юлташӗ ӑна хӑнана чӗннӗ, пӗрле ӗҫлеме сӗннӗ иккен. Кунта Азиз чӑваш хӗрӗпе паллашнӑ, туслӑх юратӑва куҫсан ҫемье ҫавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |